Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Унтан пурин чун-чӗри те Святой Сывлӑшпа тулнӑ та вӗсем пурте Сывлӑш панӑ пултарулӑхпа хӑйсем унччен пӗлмен чӗлхесемпе калаҫа пуҫланӑ. «Ӗненме пуҫласассӑн эсир Святой Сывлӑш илтӗр-и?» – тенӗ вӑл вӗренекенсене. «Эпир Святой Сывлӑш пур тенине те илтмен», – тавӑрнӑ лешсем. «Апла пулсан эсир мӗнле ӗненӳпе тӗне кӗнӗ-ха?» – ыйтнӑ вара Павел. «Эпир Иоанн вӗрентнӗ пек шыва кӗтӗмӗр», – хуравланӑ вӗсем. «Иоанн ҫылӑхран ӳкӗнтерсе шыва кӗртнӗ. Вӑл халӑха хӑй хыҫҫӑн Килекене, Христос Иисуса ӗненме ӳкӗтленӗ», – тенӗ вара Павел. Ҫакна илтсен вӗсем Иисус Хуҫамӑр ячӗпе тӗне кӗнӗ. Павел вӗсем ҫине аллине хурсан, вӗсем ҫине Святой Сывлӑш аннӑ. Вара вӗсем хӑйсем малтан пӗлмен чӗлхесемпе тата пророкла калаҫа пуҫланӑ. Яланах тӑрӑшуллӑ пулӑр, чун-чӗрӗре ҫунтарӑр, Хуҫамӑршӑн ӗҫлесе тӑрӑр. „Санӑн ӗҫӳсене пӗлетӗп. Эсӗ сивӗ те мар, вӗри те мар. Ах, эсӗ сивӗ е вӗри пулинччӗ!
Выбор основного перевода