Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Ахаияра Рим лартнӑ Галлион пуҫлӑх хуҫаланнӑ чухне иудейсем пӗр каварлӑ пулса Павела ярса тытнӑ та суд умне тӑратнӑ. Коринфра татах чылай хушӑ пурӑннӑ хыҫҫӑн Павел, ӗненекен тӑванӗсемпе сывпуллашса, Сирие ишсе кайнӑ. Прискиллӑпа Акила та унпа пӗрлех пынӑ. Турра панӑ сӑмахне асра тытса Павел, Сирие ишсе кайичченех, Кенхреире ҫӳҫне кастарнӑ. Эпӗ акрӑм, Аполлос шӑварчӗ, анчах та ӳстерекенӗ – Турӑ. Сире хамӑрпа ҫӗнӗрен паллаштармалла-и? Хӑшӗ-пӗрисем сирӗн патӑра пынӑ чухне е сирӗн патӑртан кайнӑ чухне ятарласа хӑйсене ырланӑ ҫыру ҫыртараҫҫӗ. Пире вӑл кирлӗ-и? Паллах, кирлӗ мар. Манпа пӗрле тӗрмере ларакан Аристарх тата Варнавӑн иккӗмӗш сыпӑкри тӑванӗ Марк сире салам яраҫҫӗ. (Хӑвӑр патӑра пырсассӑн Марка хапӑлласа йышӑнӑр тесе сире хушнӑччӗ ӗнтӗ.)
Выбор основного перевода