Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Кам та пулин сире хапӑл тумасан, сӑмахӑра та итлемесен, ҫав кил-ҫуртран е хуларан тухса кайнӑ чухне эсир пушмакӑр ҫумӗнчи тусана та силлесех хӑварӑр. «Сире хӑш ҫуртра хапӑл туса йышӑнаҫҫӗ, ҫав ҫуртра вӑл вырӑнтан кайма вӑхӑтӑр ҫитичченех пурӑнӑр, – тенӗ Иисус вӗсене. – Кам та пулин сире хапӑл тумасан, сӑмахӑра та итлемесен, унтан тухса кайнӑ чухне эсир, вӗсене асӑрхаттарнине пӗлтерсе, пушмак ҫумӗнчи тусана та силлесех хӑварӑр. Чӑн калатӑп сире: суд кунӗнче Содомпа Гоморра хулисене ҫав хуларан ҫӑмӑлтарах пулӗ». Ӑҫта та пулин сире йышӑнмасан, ҫав хуларан тухса кайнӑ чух, вӗсене асӑрхаттарнине пӗлтерсе, пушмакӑр ҫумӗнчи тусана та силлесе хӑварӑр». „Акӑ сирӗн хулӑрта пушмак ҫумне ҫыпҫӑннӑ тусана та хӑвӑр патӑртах силлесе хӑваратпӑр. Ҫапах та эсир Турӑ Патшалӑхӗ ҫывхарнине пӗлсе тӑрӑр!“ – тейӗр. Анчах та иудейсем Павела хирӗҫлесе тем тӗрлӗ усал сӑмах каласа пӗтернӗ. Вара Павел тумтирӗ ҫинчи тусанне силле-силле ҫапла каланӑ: «Сирӗн ҫылӑхӑр хӑвӑр пуҫӑр ҫинчех юлать. Эпӗ – таса. Паянтан урӑх халӑх ҫыннисем патне каятӑп».
Выбор основного перевода