Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Тиверий императора ларни вун пилӗк ҫула кайнӑ. Иудейӑра Понтий Пилат пуҫлӑхра ларнӑ, Галилея ҫӗрӗнче – Ирод, Итурейӑпа Трахонит ҫӗрӗнче – унӑн пиччӗшӗ Филипп, Авилинея ҫӗрӗнче – Лисаний. Ҫакӑн ҫинчен Иерусалимри ӗненекен ушкӑна та хыпар ҫитнӗ. Вара ӗненекенсем Варнавӑна Антиохине кайма хушнӑ. Турӑ тивлетне хӑй куҫӗпе хӑй ҫитсе курсан вӑл питӗ хӗпӗртенӗ. Вара Варнава пурне те тӳрӗ кӑмӑлпа Хуҫамӑра пӑхӑнса тӑма ӳкӗтленӗ. Мӗншӗн тесен вӑл ырӑ кӑмӑллӑ ҫын пулнӑ. Унӑн чун-чӗри Святой Сывлӑшпа тата ӗненӳпе тулнӑ пулнӑ. Варнавӑна пула чылай халӑх Хуҫамӑр енне ҫавӑрӑннӑ. Каярахпа Варнава Савла шырама Тарс хулине кайнӑ, шыраса тупсан ӑна Антиохине илсе пынӑ. Вара вӗсем ҫулталӑкӗпех Антиохири ӗненекен ушкӑнра нумай-нумай ҫынна Турӑ сӑмахне вӗрентнӗ. Антиохири вӗренекенсене чи малтан христиансем тесе калама пуҫланӑ. Ҫав кунсенче Антиохине Иерусалимран пророксем пынӑ. Атталирен апостолсем шывпа ишсе каялла Антиохине тавӑрӑннӑ. Шӑпах ҫакӑнта вӗсене Турӑ тивлечӗпе ӗҫ шанса панӑ пулнӑ, ҫав ӗҫе ӗнтӗ вӗсем пурнӑҫланӑ. Антиохине тавӑрӑнсан апостолсем ӗненекен ушкӑна пухнӑ та Турӑ хӑйсем урлӑ мӗн-мӗн тунине, Вӑл урӑх халӑхсемшӗн те ӗненӳ алӑкне епле уҫса панине пӗтӗмпех каласа кӑтартнӑ. Вӗренекенӗсемпе пӗрле вӗсем унта чылай вӑхӑт пурӑннӑ. Иудӑпа Сила вара, хӑйсем те пророк пулнӑ май, ӗненекен тӑвансене тата нумай каласа вӗрентнӗ, вӗсен ӗненӗвне ҫирӗплетнӗ. Ӗҫри юлташӑм Тимофей тата тӑван халӑхӑм ҫыннисем Луций, Иасон, Сосипатр сире салам яраҫҫӗ. Ӗненекен ушкӑнра Турӑ хӑшне апостол тунӑ, хӑшне – пророк, тата тепӗрне – вӗрентекен. Турӑ хӑшне хӑват кӑтартма вӑй панӑ, хӑшне сыватас пултарулӑх панӑ. Ҫавнашкалах хӑшне пулӑшас пултарулӑх, хӑшне ертсе пырас пултарулӑх, тата теприсене тӗрлӗ чӗлхепе калаҫас пултарулӑх панӑ.
Выбор основного перевода