Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Анчах та иудейсем хӗтӗртнипе тӗн-тӗшмӗшлӗ сумлӑ хӗрарӑмсем тата хулара пуҫ пулса тӑракан ҫынсем Павелпа Варнавӑна хӗсӗрлеме пуҫланӑ. Вара вӗсене хӑйсен ҫӗрӗнчен хӑваласа янӑ. Анчах та ӗненмен иудейсем урӑх халӑх ҫыннисене вӑрҫтарса ярса ӗненекен тӑвансене хирӗҫ тӑратнӑ. Анчах та иудейсем Павела хирӗҫлесе тем тӗрлӗ усал сӑмах каласа пӗтернӗ. Вара Павел тумтирӗ ҫинчи тусанне силле-силле ҫапла каланӑ: «Сирӗн ҫылӑхӑр хӑвӑр пуҫӑр ҫинчех юлать. Эпӗ – таса. Паянтан урӑх халӑх ҫыннисем патне каятӑп». Халӗ вара вӗсем, эсир ӗлӗкхи пек вӗсемпе пӗрле ҫапла путсӗр пурӑнма килӗшменнинчен тӗлӗнсе, сирӗн ҫинчен усал сӑмах сараҫҫӗ. Ку ҫынсем вара хӑйсем пач пӗлменнине хурлаҫҫӗ. Вӗсем, ӑссӑр выльӑхла, ӳт-пӳ хистенине кӑна пӗлеҫҫӗ, ҫавӑ вӗсене тӗп тӑвать те. Сире усал ӗҫӗрсенчен сыхласа хӑварас тесе Турӑ Хӑйӗн Ывӑлне Иисуса вилӗмрен чӗртсе тӑратса сире пиллеме чи малтан янӑ». Эй тӑван ҫыннӑмӑрсем! Авраам йӑхӗн ачисем! Эй, Турӑран хӑракан сирӗн хушшӑрти ытти халӑх ҫыннисем! Ҫак ҫӑлӑнӑҫ сӑмахне сирӗн валли янӑ. Ҫапла ӗнтӗ пӗлсех тӑрӑр: Туррӑн ҫӑлӑнӑҫне урӑх халӑхсене панӑ, итлекенӗсем те вӗсемех пулӗҫ». Эпӗ Христосӑн Ырӑ Хыпарне вӗрентме вӑтанмастӑп, мӗншӗн тесен Ырӑ Хыпар – мӗн пур ӗненекенсене ҫӑлӑнӑҫ кӳмелли Турӑ вӑй-хӑвачӗ. Ҫав ҫӑлӑнӑҫа малтанах иудейсен илмелле, унтан – ытти халӑхсен.
Выбор основного перевода