Турӑ тивлетне хӑй куҫӗпе хӑй ҫитсе курсан вӑл питӗ хӗпӗртенӗ. Вара Варнава пурне те тӳрӗ кӑмӑлпа Хуҫамӑра пӑхӑнса тӑма ӳкӗтленӗ.
Апостолсем вӗренекенӗсен кӑмӑлне ҫирӗплетнӗ, ӗненӳпе пурӑнма вӗрентсе ӳкӗтленӗ. «Турӑ Патшалӑхне кӗрес тесен пирӗн нумай асап тӳсмелле», – тенӗ вӗсем.