Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Антиохире, унти ӗненекен ушкӑнра, хӑшӗ-хӑшӗ пророксем, вӗрентекенсем пулнӑ: Варнавӑпа Нигер текен Симеон, Киринея ҫынни Луций, Ирод пуҫлӑхпа пӗрле пӑхса ӳстернӗ Манаил тата Савл. Иудӑпа Сила вара, хӑйсем те пророк пулнӑ май, ӗненекен тӑвансене тата нумай каласа вӗрентнӗ, вӗсен ӗненӗвне ҫирӗплетнӗ. Павел карап ҫинчен Кесарире анса юлнӑ, унтан Иерусалима пынӑ. Унта вӑл ӗненекен ушкӑнрисемпе курнӑҫса калаҫнӑ та Антиохине тухса кайнӑ. Ӗненекен ушкӑнра Турӑ хӑшне апостол тунӑ, хӑшне – пророк, тата тепӗрне – вӗрентекен. Турӑ хӑшне хӑват кӑтартма вӑй панӑ, хӑшне сыватас пултарулӑх панӑ. Ҫавнашкалах хӑшне пулӑшас пултарулӑх, хӑшне ертсе пырас пултарулӑх, тата теприсене тӗрлӗ чӗлхепе калаҫас пултарулӑх панӑ.
Выбор основного перевода