Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Пӗррехинче, кӑнтӑрла иртни виҫӗ сехет тӗлнелле, ӑна уҫҫӑнах Туррӑн ангелӗ курӑннӑ. Ангел ун патне пынӑ та: «Корнилий!» – тенӗ. Ӑна курсан Корнилий хӑраса каланӑ: «Мӗн-ши, ырӑ ҫыннӑм?» Ангел ӑна каланӑ: «Турӑ санӑн кӗллӳне те, эсӗ чухӑнсене пулӑшнине те асӑрхарӗ. Халӗ вара Петр текен Симона чӗнме Иоппине ҫынсем яр. Лешсем вара ҫапла каланӑ: «Ырӑ ӗҫсем туса, Турӑран хӑраса пурӑнакан, пӗтӗм Иудея халӑхӗ сума сӑвакан ҫӗрпӗве, Корнилие, святой ангел курӑннӑ. Ҫав ангел сана Корнилий патне чӗнсе пыма, санӑн сӑмахна итлеме хушнӑ». Корнилий ҫапла каланӑ: «Тӑватӑм кун ҫак вӑхӑталла эпӗ килте типӗ тытаттӑм. Кӑнтӑрла иртни виҫӗ сехетсенче, кӗлтунӑ чухне, сасартӑк ман ума ҫап-ҫутӑ тумтирлӗ ҫын пырса тӑчӗ те каларӗ: „Корнилий, Турӑ санӑн кӗллӳне илтрӗ, эсӗ чухӑнсене пулӑшнине асӑрхарӗ. Халӗ вара Петр текен Симона чӗнме Иоппине ҫынсем яр. Вӑл тир тӑвакан Симон ятлӑ пӗр ҫын патӗнче, тинӗс хӗрринчи ҫуртра, хӑна пулса пурӑнать. Вӑл килсе сана каласа парӗ“.
Выбор основного перевода