Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Стефана вӗлернине Савл ырланӑ. Ҫав кунсенче Иерусалимри ӗненекен ушкӑна питӗ хӗсӗрлеме пуҫланӑ. Апостолсемсӗр пуҫне ытти ӗненекенсем пурте Иудейӑпа Самарири тӗрлӗ ҫӗрсене тарса, сапаланса пӗтнӗ. Ырӑ ҫынсем вара хӑйсем хисепленӗ Стефана пытарнӑ, уншӑн кулянса питӗ хытӑ йӗнӗ. Савл килрен-киле ҫӳренӗ, арҫынсемпе хӗрарӑмсене сӗтӗре-сӗтӗре тухса тӗрмене хуптарнӑ. Ҫапла вӑл ӗненекен ушкӑна тӗп тума тӑрӑшнӑ. Тӗрлӗ ҫӗре саланнӑ ӗненекенсем ҫав хушӑра Турӑ сӑмахне вӗрентсе ҫӳренӗ.
Выбор основного перевода