Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
«Эпир тупмалла марах ӑҫта каясшӑн вара Вӑл? – тесе калаҫнӑ иудейсем. – Тен, Вӑл грексем хушшине саланнӑ иудейсене, унтан тата грексене вӗрентсе ҫӳресшӗн? Тӗслӗхрен, Кипртан пынӑ пӗр Иосия ятлӑ левит пулнӑ. Ӑна апостолсем Варнава тесе ят панӑ. (Варнава тени «савӑнтаракан ывӑл» тенине пӗлтерет.) Хӑйсем вара куллен Турӑ Ҫуртӗнче те, килсенче те вӗрентме, Иисус Христос ҫинчен Ырӑ Хыпар пӗлтерме чарӑнман. Ҫак сӗнӗве пухӑннисем пурте ырланӑ. Вара вӗсем ҫирӗп ӗненекен, Святой Сывлӑшпа хӑватланнӑ Стефана, унпа пӗрлех Филипа, Прохора, Никанора, Тимонпа Пармена тата Антиохияри Николая суйланӑ. Еврей мар пулин те, Николай маларах иудей тӗнне тытса пынӑ пулнӑ. Антиохире, унти ӗненекен ушкӑнра, хӑшӗ-хӑшӗ пророксем, вӗрентекенсем пулнӑ: Варнавӑпа Нигер текен Симеон, Киринея ҫынни Луций, Ирод пуҫлӑхпа пӗрле пӑхса ӳстернӗ Манаил тата Савл.
Выбор основного перевода