Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
2. Тимофею
1 2 3 4
Параллельные места
Унӑн туллилӗхне пула эпир ырӑлӑх ҫине ырӑлӑх илтӗмӗр. Анчах та Турӑ Хӑйӗн ырӑлӑхӗпе пире пурне те тӳлевсӗрех тӳрӗлӗхне парать, мӗншӗн тесен пире Христос Иисус тӳлесе илнӗ. Турра мухтав. Эпӗ пӗлтерекен Ырӑ Хыпар урлӑ – Иисус Христосах вӗрентнӗ Ырӑ Хыпар урлӑ – Турӑ сире ҫирӗплетет. Ырӑ Хыпар – мӗн ӗмӗртен пытарӑннӑ вӑрттӑнлӑх, Вӑл пире, Христоспа пӗрлӗхлисене, сӑваплӑ та таса, юратуллӑ пурӑнччӑр тесе, тӗнчене пултаричченех суйласа илнӗ. Мӗншӗн тесен эсир Унӑн ырӑлӑхӗпе ӗненсе ҫӑлӑнӑҫ тупрӑр. Ку вара сирӗн тивӗҫӗр мар, Турӑ парни. Ҫӑлӑнӑҫа ӗҫе кура памаҫҫӗ, ҫавӑнпа никам та ӗҫӗсемпе мухтаннӑ ан пултӑр. Ӗнтӗ Туррӑн пур ҫынсене те ҫӑлакан ырӑлӑхӗ ҫитрӗ. пире Вӑл тӳрӗ ӗҫӗмӗрсемшӗн мар, Хӑй ырӑлӑхлӑ пулнӑран чӗрӗлӳ шывӗпе тасатса, Святой Сывлӑшпа ҫӗнетсе тӑчӗ. Эй, сӑваплӑ тӑванӑмӑрсем, ҫӳлти ырӑлӑха пая кӗрес ҫынсем, хамӑр ӗненӗвӗмӗр апостолӗ, Аслӑ священник Иисус Христос ҫинчен шухӑшлӑр-ха.
2. Тимофею
1 2 3 4
Выбор основного перевода