Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
2. Тимофею
1 2 3 4
Параллельные места
Хӗрхенме пӗлекенсем телейлӗ, вӗсене те хӗрхенӗҫ. Вара Патша сылтӑм енчисене ҫапла калӗ: „Эй, Аттем пилленисем, килӗр те тӗнчене пултарсанах сирӗн валли хатӗрленӗ Патшалӑха еткере илӗр. Ҫав юлашки кун Вӑл килӗ те мӗн пур ӗненекенӗсем Хӑйне савӑнса-тӗлӗнсе мухтанине курӗ. Эпир пӗлтернӗ Ырӑ Хыпара ӗненнӗрен эсир те мухтакансем хушшинче пулӑр. Паттӑррӑн кӗрешрӗм, пурӑнӑҫ ҫулне вӗҫлерӗм, ӗненӗве упраса хӑвартӑм. Халӗ ман валли ҫӗнтерӳҫӗн тӳрӗлӗх пуҫ кӑшӑлне хатӗрлеҫҫӗ. Ҫав юлашки кун ҫитсен тӳрӗ суд тӑвакан Хуҫамӑр мана ӑна тӑхӑнтартӗ. Пуҫ кӑшӑлне Вӑл мана кӑна мар, Хӑй тепре килессе савӑнса кӗтекенсене пурне те парӗ.
2. Тимофею
1 2 3 4
Выбор основного перевода