Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
2. Тимофею
1 2 3 4
Параллельные места
Кам халӑх умӗнче Манран тунать, Эпӗ те Ҫӳлти Аттем умӗнче унран тунӑп». Эпӗ Христосӑн Ырӑ Хыпарне вӗрентме вӑтанмастӑп, мӗншӗн тесен Ырӑ Хыпар – мӗн пур ӗненекенсене ҫӑлӑнӑҫ кӳмелли Турӑ вӑй-хӑвачӗ. Ҫав ҫӑлӑнӑҫа малтанах иудейсен илмелле, унтан – ытти халӑхсен. Ҫавӑнпа та эпӗ, Павел, сирӗншӗн, урӑх халӑх ҫыннисемшӗн, Иисус Христос тыткӑнӗнче пурӑнатӑп. Ҫавӑнпа та эпӗ сирӗншӗн хурлӑх курнӑшӑн ан кулянӑр, вӑл асапсене эпӗ сире мухтава кӑларасшӑн тӳсетӗп. Халӗ эпӗ сирӗншӗн асап курнӑран савӑнатӑп кӑна. Христос Чиркӳшӗн – Хӑйӗн Ӳт-пӗвӗшӗн – асап курнӑ. Асап виҫине тултарас тесе, эпӗ Христос асапӗ ҫумне хамӑн ӳт-пӗвӗм асапне хушатӑп. Ӗнтӗ Иисус Христосӑн шанчӑклӑ салтакӗ пек пулса хӗн-хура тӳс. Вӑрӑ-хураха сӑнчӑрланӑ пек, мана Ырӑ Хыпар пӗлтернӗшӗн сӑнчӑрларӗҫ. Анчах та Турӑ сӑмахне сӑнчӑрлаймӑн.
2. Тимофею
1 2 3 4
Выбор основного перевода