Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
2. Тимофею
1 2 3 4
Параллельные места
Эпӗ Христосӑн Ырӑ Хыпарне вӗрентме вӑтанмастӑп, мӗншӗн тесен Ырӑ Хыпар – мӗн пур ӗненекенсене ҫӑлӑнӑҫ кӳмелли Турӑ вӑй-хӑвачӗ. Ҫав ҫӑлӑнӑҫа малтанах иудейсен илмелле, унтан – ытти халӑхсен. Хӑвӑр валли тӳпере хатӗрленине эсир шанчӑкпа кӗтетӗр. Мӗн хатӗрлени ҫинчен вара эсир чи малтан чӑнлӑх сӑмахне – хӑвӑр патӑра ҫитнӗ Ырӑ Хыпара – илтсессӗн пӗлтӗр. Турӑ ырӑлӑхне чӑннипех те пӗлнӗ кунран пуҫласа ҫав сӑмах, пӗтӗм тӗнчери пекех, сирӗн патӑрта та сарӑлса пырать, хӑйӗн ҫимӗҫне парать. Кам та кам урӑхла вӗрентет, Иисус Христос Хуҫамӑрӑн тӗрӗс сӑмахӗсемпе тата Турра хисеплемелли вӗрентӳпе килӗшмест, – Тимофей! Хӑвна шанса панине упра. Пуш сӑмахран тата пӗлӳ текен, анчах чӑнлӑха хирӗҫлекен суя сӑмахран пӑрӑн. Эппин Иисус Христос Хуҫамӑр ҫинчен ҫирӗплетсе пӗлтермешкӗн ан вӑтан. Манран та, Уншӑн тӗрмере лараканскертен, ан имен. Христос ҫинчен Ырӑ Хыпар пӗлтернӗшӗн асап курасран ан хӑра, мӗншӗн тесен Турӑ пире вӑй парсах тӑрать. Хӑвна Турӑ шанса панӑ ыррине ӑшӑмӑрти Святой Сывлӑш пулӑшнипе упра. Эсӗ вара тӗрӗс вӗрентӳпе килӗшӳллине кала: Ҫак сӑмахсем тӗрӗс. Турра ӗненекенсем ырӑ ӗҫ тума ӑнтӑлччӑр тесе, ман сана ҫак сӑмахсене ҫине-ҫинех калама ыйтассӑм килет. Ырӑ ӗҫ туни этемшӗн аван, усӑллӑ. Мӗншӗн тесен вӗсене хыпарланӑ пекех, пире те канӑҫлӑха кӗме хыпар тунӑ. Анчах та вӗсем илтнӗ сӑмах, итлекенсен ӗненӗвӗпе пӗр пулаймасӑр, усса кайман. Эпир вара, ӗненнисем, Туррӑн канӑҫлӑхне кӗреетпӗр. Турӑ Хӑйӗн ӗҫне тӗнчене пултарсанах вӗҫленӗ пулин те, ҫапла каланӑ: «Эпӗ, вӗсем Манӑн канӑҫлӑхӑма ан кӗрейччӗр тесе, ҫиллӗмпе тупа турӑм». Иисус Христос чуринчен, Иаковпа пӗртӑван Иудӑран – Атте Турӑ сӑвапласа тасатнипе, Иисус Христос упранипе пурӑнакан чӗнсе илнисене.
2. Тимофею
1 2 3 4
Выбор основного перевода