Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13
Параллельные места
«Ҫӳлти Патшалӑх ҫывхарчӗ ӗнтӗ, ҫавӑнпа та ӳкӗнӗр», – тенӗ вӑл ҫынсене. пурте ҫылӑха кӗнӗ, Турӑ мухтавне пӗри те тивӗҫлӗ мар. Сирӗн хушшӑрта аскӑнланасси пур текен сӑмах тухрӗ. Унашкал аскӑнлӑха чӑн Турра пӗлмен халӑхсем хушшинче те кураймӑн: сирӗнтен пӗри амаҫурипе пурӑнать тет. Ҫапла вара, эпӗ сирӗн патӑра пырса татах кулянтарса ҫӳрес темерӗм. Ҫырасса та эпӗ сирӗн патӑра питӗ хуйхӑллӑ, суранлӑ чӗрепе, вӗри куҫҫуль юхтарса ҫыртӑм. Сире кулянтарас тесе мар, хам сире мӗн тери юратнине пӗлччӗр терӗм. Эпӗ сире иккӗмӗш хут пынӑ чухнех, малтанах асӑрхаттарнӑччӗ; халӗ каллех, хам сирӗнпе мар чухне, маларах ҫылӑхлӑ пурӑннисене те, ыттисене те тепре асӑрхаттарса ҫыратӑп. Пырсассӑн никама та каҫару пулмӗ. Хӑйне хирӗҫлекенсене те унӑн йӑвашшӑн ӳкӗте кӗртмелле. Шуйттан вӗсене хӑй танатине лектернӗ, хӑйне пӑхӑнтарнӑ. Ҫав танатаран хӑтарасчӗ тесе, чӑнлӑха пӗлмешкӗн Турӑ вӗсене ӳкӗнтерессе шанса вӗрентмелле.
Выбор основного перевода