Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13
Параллельные места
Эпӗ никамран та ылтӑн-кӗмӗл те, ҫи-пуҫ та илесшӗн пулмарӑм. Ҫакна сире намӑслантарас тесе мар, савнӑ ачамсене ӳкӗтленӗ пек ӳкӗтлесе ҫыратӑп. Христос ӗненӗвӗнчи вӗрентӳҫӗсем сирӗн пинӗпех пулин те, аҫӑрсем сахал. Эпӗ вара, сире Ырӑ Хыпар пӗлтерсе, Христос ӗненӗвӗнчи аҫӑр пулса тӑтӑм. Никам та хӑйшӗн кӑна ан тӑрӑштӑр, ҫынна усӑ тӑвасчӗ тесе тимлетӗр. Манашкал пулӑр. Эпӗ пур тӗлӗшӗнчен те пурне те юрама тӑрӑшатӑп. Нумайӑшӗ ҫӑлӑнччӑр тесе, хамшӑн мар, ытти ҫынсен ырӑлӑхӗшӗн тӑрӑшатӑп. Сирӗн патӑра виҫҫӗмӗш хут пыратӑп ӗнтӗ. «Икӗ е виҫӗ ҫын кӑтартса парсан, кирек епле айӑплав сӑмахӗ те чӑн шутланать», – тенӗ Ҫырнинче.
Выбор основного перевода