Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13
Параллельные места
Унпа пӗрлӗхлӗ пулса эсир мӗн пур пултарулӑх тӗлӗшӗнчен пуйрӑр: тем тӗрлӗ сӑмах, тем тӗрлӗ пӗлӳ ытлӑн-ҫитлӗн илтӗр. Ыттисем сирӗн патӑрта ҫавнашкал ирӗкпе усӑ кураҫҫӗ пулсан, пирӗн ирӗкӗмӗр тата ытларах мар-и? Анчах та эпир ҫав ирӗкпе нихӑҫан та усӑ курмарӑмӑр. Христосӑн Ырӑ Хыпарне пӗлтерме нимӗн те ан чӑрмантартӑр тесе мӗн пуррипе ҫырлахса пурӑнатпӑр. Мухтанмалли сӑлтавӑм, тӳлевӗм мӗн вара? Вӑл ак ҫакӑ: Христос ҫинчен эпӗ Ырӑ Хыпар тӳлевсӗрех саратӑп, ҫав ӗҫшӗн хама тивӗҫлине илместӗп. Эпӗ сире Туррӑн Ырӑ Хыпарне тӳлевсӗр-мӗнсӗр ӳкӗтлесе вӗрентрӗм. Сире асла кӑларас тесе хама мӗскӗнлетсе ҫылӑха кӗтӗм-ши вара? Мӗншӗн тесен Македонирен килнӗ ӗненекен тӑванӑмсем манӑн ҫитменнине ҫитерсех тӑчӗҫ. Сире йывӑрлатас марччӗ тесе эпӗ пур тӗлӗшӗнчен те тӑрӑшрӑм, тӑрӑшӑп та.
Выбор основного перевода