Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13
Параллельные места
– Ӗнтӗ халӗ уру ҫине тӑрах; эсӗ халӗ ху мӗн курнине тата Эпӗ сана мӗн пӗлтерессине каласа кӑтартакан, ҫавӑншӑн ӗҫлесе тӑракан пулӑн. Ҫавӑнпа Эпӗ сана курӑнтӑм та. Мухтанас тесен манӑн хамӑн халсӑрлӑхӑмпа мухтанмалла. Хама Турӑ нумай уҫса панипе мӑнкӑмӑлланса каясран вара чир-чӗр сӑнни ӳт-пӗвӗме витерчӗ. Мӑнкӑмӑлланса каясранах мана тертлентерме шуйттан ангелне ячӗҫ. Эпӗ ӑна этемрен илтмен, этемрен вӗренмен, ӑна мана Иисус Христос Хӑй пӗлтернӗ. Каясса эпӗ Турӑ уҫса панипе кайрӑм. Вара унта ӗненекенсене, уйрӑмах ятлӑ-сумлисене, хам ытти халӑхсене ӳкӗтлесе вӗрентекен Ырӑ Хыпар ҫинчен каласа патӑм. Ҫакна эпӗ хам тӑрӑшни харам пулмарӗ-ши тесе турӑм.
Выбор основного перевода