Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
2. Фессалоникийцам
1 2 3
Параллельные места
Турра хисеплеменни тата этем йӗркесӗрлӗхӗ чӑнлӑха пусарса тӑрать. Унашкал ҫынсем ҫине тӳперен Турӑ ҫилли анӗ. Турӑ ҫинчен мӗн пӗлмеллине вӗсем пӗлеҫҫӗ, ҫакна Турӑ Хӑй вӗсене уҫса панӑ. Тахҫан эсир Турра пӗлменрен турӑ маррисене турӑ тесе пуҫҫапса пурӑннӑ. Иисус Христос Хуҫамӑрӑн мухтавӗ сире те тивӗҫтӗр тесе, эпир вӗрентекен Ырӑ Хыпар урлӑ ҫӑлса хӑварма Турӑ сире чӗнсе илнӗ. Мӗншӗн тесен пирӗн Туррӑмӑр – йӑлтах пӗтерекен вут-ҫулӑм та. Суд часах пуҫланмалла. Пирӗн, Турӑ халӑхӗн, суд умне чи малтан тӑмалла. Суд тума пирӗнтен пуҫлаҫҫӗ пулсан, Туррӑн Ырӑ Хыпарне пӑхӑнманнисемпе мӗн пулӗ? Вара эпӗ тискер кайӑкпа ҫӗр ҫинчи патшасене тата вӗсен ҫарне куртӑм. Вӗсене ут ҫинче Лараканпа тата Унӑн ҫарӗпе ҫапӑҫмашкӑн пуҫтарнӑ. Анчах та тискер кайӑка тата ун умӗнче тӗлӗнмелле паллӑсем кӑтартакан суя пророка ярса тытрӗҫ. Ҫав тӗлӗнмелле ӗҫсене кӑтартса вӑл тискер кайӑкӑн ҫыру паллине ларттаракансене, тискер кайӑк сӑнарне пуҫҫапакансене илӗртсе улталанӑ. Вара тискер кайӑкпа суя пророка иккӗшне те кӳкӗрт ҫунакан вутлӑ кӳлле чӗрӗллех пӑрахрӗҫ.
2. Фессалоникийцам
1 2 3
Выбор основного перевода