Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
2. Фессалоникийцам
1 2 3
Параллельные места
Эпӗ сире хытӑ шанатӑп, сирӗнпе нумай мухтанатӑп. Инкек-синкекре сире аса илетӗп те чунӑм хастарлӑхпа, виҫесӗр савӑкпа тулать. Ҫапла ӗнтӗ сирӗн пирки Тит умӗнче мухта-мухта калаҫнӑшӑн мана намӑс пулмарӗ. Эпир сире яланах чӑннине каланӑ пекех, Тит умӗнче сире мухтани те чӑна тухрӗ. Иудейӑра Христос Иисуса ӗненекенсене иудейсемех хӗсӗрленӗ. Вӗсем евӗрлех сирӗн те, Турра ӗненекенсен, хӑвӑр халӑх ҫыннисемех хӗсӗрленине тӳсме тивнӗ. Иисус Христос Хуҫамӑр тепре килсессӗн Унӑн умӗнче кам пирӗн шанчӑк та, савӑнӑҫ та, мухтав пуҫ кӑшӑлӗ те пулӗ? Ытти ӗненекенсемпе пӗрлех эсир те мар-и вара? Нумай чӑтнисене эпир телейлисем тетпӗр. Эсир Иов чӑтӑмлӑхӗ ҫинчен илтнӗ. Хуҫа Турӑ ирӗкӗпе унӑн асапӗсем мӗнле вӗҫленнине те пӗлетӗр. Мӗншӗн тесен Хуҫа Туррӑн ырӑ кӑмӑллӑхӗпе хӗрхенӳлӗхӗ нумай. Эпӗ, Иоанн тӑванӑр, Иисус Христосӑн патшалӑхне кӗрес тесе, Вӑл тӳснӗ пек асапа сирӗнпе пӗрле тӳсетӗп. Мана Турӑ Сӑмахне вӗрентнӗшӗн, Иисус Христос ҫинчен ҫирӗплетсе пӗлтернӗшӗн Патмос утравӗ ҫине ячӗҫ.
2. Фессалоникийцам
1 2 3
Выбор основного перевода