Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
2. Фессалоникийцам
1 2 3
Параллельные места
Этем Ывӑлӗ Ҫӳлти Ашшӗн мухтавӗпе, ангелӗсемпе килӗ те пурне те ӗҫӗсене кура тавӑрса парӗ. Ҫак сӑмахсене каласан вӗсен куҫӗ умӗнчех Вӑл тӳпене ҫӗкленнӗ те Ӑна пӗлӗт илсе кайнӑ. Вӑл куҫран ҫухалнӑ. Вӑл тӳпене ҫӗкленнине апостолсем пӑхса тӑнӑ. Ҫав вӑхӑтра, тӳпенелле пӑхнӑ чухне, вӗсем сасартӑк хӑйсемпе юнашар шурӑ тумлӑ икӗ ҫын тӑнине курнӑ. «Эй, Галилея ҫыннисем! – тенӗ вӗсем. – Мӗн эсир тӳпенелле пӑхса тӑратӑр? Эсир Иисус хӑвӑртан уйӑрӑлса тӳпене ҫӗкленнине куртӑр. Вӑл тӳпене епле ҫӗкленчӗ, килессе те ҫавнашкалах килӗ». Мӗншӗн тесен Турӑ хушнипе архангел сасси тата Турӑ трубин сасси илтӗнсе кайсассӑн тӳперен Хуҫамӑр Хӑй анӗ. Вара Христоса ӗненсе вилнисем маларах чӗрӗлсе тӑрӗҫ. Чарса тӑраканнине сирсессӗн вара Турра хирӗҫ ҫын килӗ. Анчах та Иисус Хуҫамӑр ӑна Хӑйӗн ҫӑварӗнчи сывлӑшӗпех ҫапса антарӗ, Хӑй иккӗмӗш хут килнипе пӗтерӗ. Адамран ҫиччӗмӗш сыпӑкри Енох унашкаллисем ҫинчен пророкла ҫапла каланӑ: «Акӑ, Хуҫамӑр Хӑйӗн святой пин-пин ангелӗпе килет.
2. Фессалоникийцам
1 2 3
Выбор основного перевода