Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
2. Фессалоникийцам
1 2 3
Параллельные места
мӗншӗн тесен ҫав кун пӗтӗм ҫӗр пичӗ ҫинче пурӑнакансене тетеле ҫаклатнӑ пек ҫаклатӗ. Ҫавӑнпа ӗнтӗ яланах сыхӑ тӑрӑр, ҫав килес асапсенчен хӑтӑлма вӑй-хал ыйтса кӗлтӑвӑр, Этем Ывӑлӗ умне тӑма тивӗҫлӗ пулӑр». Енчен те эпир Турӑ ачисем пулсассӑн, эппин Христос пекех Туррӑн еткерне илме тивӗҫлисем пулатпӑр. Унӑн мухтавне те пӗрлех пайламашкӑн вара пирӗн Христос асапӗсене те Унпа пӗрле тӳссе ирттермелле. Христоса ӗненессине хирӗҫ тӑракансенчен вара пӗртте ан хӑрӑр: эсир хӑрамасӑр пурӑнни вӗсемшӗн пӗтеслӗх палли пулӗ, хӑвӑршӑн вара – ҫӑлӑнӑҫ палли. Ҫакӑ йӑлтах Турӑран, Хӑвӑрах пӗлетӗр: эпир сире пурсӑра та ашшӗ ачисене ӳкӗтленӗ пекех Турра юрӑхлӑ пурӑнма тархасласа ӳкӗтлерӗмӗр, йӑлӑнтӑмӑр. Турӑ сире Хӑйӗн Патшалӑхне кӗме, Хӑйӗн мухтавне тивӗҫлӗ пулма чӗнсе илнӗ. Иудейӑра Христос Иисуса ӗненекенсене иудейсемех хӗсӗрленӗ. Вӗсем евӗрлех сирӗн те, Турра ӗненекенсен, хӑвӑр халӑх ҫыннисемех хӗсӗрленине тӳсме тивнӗ. Иртнӗ кунсене, ӗненсе ҫутта тухнӑ хыҫҫӑн хӑрушӑ асап тӳссе паттӑрлӑх кӑтартнӑ кунсене, аса илӗр-ха. Пӗр енчен, сире пӗтӗм халӑх умӗнче мӑшкӑлласа хур тӑватчӗҫ; тепӗр енчен, хӑвӑр юлташӑрсем ҫакна тӳснине курса тӑратӑрччӗ.
2. Фессалоникийцам
1 2 3
Выбор основного перевода