Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1. Тимофею
1 2 3 4 5 6
Параллельные места
«Ҫавӑнпа та сире калатӑп: чуна усрамалӑх ӗҫме-ҫиме пирки те, кӗлеткене тӑхӑнмалӑх тумтир пирки те ан кулянӑр. Чун – апат-ҫимӗҫрен, кӗлетке – тумтиртен пахарах мар-им вара? Вӗҫен кайӑксене сӑнӑр-ха: вӗсем тырӑ акса-вырса кӗлете пухса хумаҫҫӗ. Ҫӳлти Аҫӑр вӗсене тӑрантарать. Эсир вӗсенчен чылай пахарах мар-им вара? Хӑй тӑрӑшнипе сирӗнтен хӑшӗ шит чухлӗ те пулин ӳсме пултарайӗ? Тумтиршӗн те мӗншӗн кулянатӑр? Хирти чечексем епле ӳснине сӑнӑр-ха. Вӗсем тертленсе ҫип арламаҫҫӗ, анчах та сире акӑ мӗн калатӑп: тем тери чаплӑ пулнӑ пулин те, Соломон патша пӗр хир чечекӗ чухлӗ те тумланайман. Эй, ҫителӗксӗр ӗнененекенсем! Паян пур та ыран вута кӑна пӑрахмалли хирти курӑка та Турӑ ҫапла ҫи-пуҫ парать пулсан, сире тата ытларах памӗ-и? Ҫапла вара, „мӗн ҫиес“, „мӗн ӗҫес“, „мӗн тӑхӑнас“ тесе ан кулянӑр. Мӗншӗн тесен ҫавсемшӗн пуриншӗн те урӑх халӑх ҫыннисем тӑрӑшаҫҫӗ. Вӑл япаласем пурте сире кирлине вара Ҫӳлти Аҫӑр ахалех пӗлсе тӑрать. Пуринчен малтан Турӑ Патшалӑхне, Унӑн тӳрӗлӗхне ӑнтӑлса шырӑр, ытти вара сирӗн пурте пулӗ. Ҫапла ӗнтӗ ыранхи куншӑн ан кулянӑр, тӑрӑшмалли ыран та тупӑнӗ, кунсерен ӗҫ-пуҫ тупӑнсах пырать». Эппин, чунӑм туртакан савнӑ тӑванӑмсем, Хуҫамӑра ҫапла ҫирӗп ӗненсе тӑрӑр, эсир – манӑн савӑнӑҫӑм, манӑн ҫӗнтерӳ пуҫ кӑшӑлӗ. Еводияна тархаслатӑп, Синтихияна тархаслатӑп: эсир Хуҫамӑра ӗненнӗ тӑрӑх тӑвансем пулатӑр, ҫавӑнпа та пӗр шухӑшлӑ пулӑр. Санран вара, ӗҫӗмри шанчӑклӑ юлташӑм, ҫакна ыйтатӑп: эсӗ вӗсене пӗр чӗлхе тупма пулӑш. Вӑл хӗрарӑмсем манпа тата Климентпа пӗрле, ыттисемпе пӗрле (вӗсен ячӗсене пурӑнӑҫ кӗнекине кӗртнӗ ӗнтӗ) Ырӑ Хыпар сарас ӗҫе хастар хутшӑнчӗҫ. Хуҫамӑрпа пӗрлӗхлӗ пулса яланах савӑнӑр. Татах калатӑп: савӑнӑр! Сирӗн йӑвашлӑхӑра пур ҫын та пӗлтӗр. Хуҫамӑр килесси ҫывӑх ӗнтӗ. Нимшӗн те ан кулянӑр. Енчен те сире мӗн те пулин кирлӗ пулсан Турра тав туса кӗлтӑвӑр, тархаслӑр, шухӑш-кӑмӑлӑра уҫса парӑр. Вара Туррӑн этем ӑнланайми канӑҫлӑхӗ Иисус Христосри пӗрлӗхре сирӗн шухӑш-кӑмӑлӑра упраса хӑварӗ. Эй, тӑванӑмсем! Юлашкинчен ҫакна калам: чӑнни, хисепли, тӗрӗсси, таси, юратулӑхпа ырӑ сӑмаха тивӗҫли пирки, кӑмӑллипе мухтавли пирки шухӑшлӑр. Хӑвӑр манран вӗреннине, йышӑннине, илтнине, курнине туса пырӑр, – вара канӑҫлӑх Турри сирӗнпе пулӗ. Эсир маншӑн каллех тӑрӑшнине курсан, эпӗ, Хуҫамӑрпа пӗрлӗхлӗ пулса, питӗ савӑнтӑм. Эсир маларах ман ҫинчен шутламан теместӗп, май килтерейменнине пӗлетӗп. Ҫак сӑмахсене эпӗ ҫитмен пурӑнӑҫран каламастӑп, мӗншӗн тесен эпӗ мӗн пуррипе ҫырлахма хӑнӑхнӑ. Эпӗ ҫити-ҫитмине те, тулӑххине те курнӑ. Тӑраниччен ҫиетӗп-и, выҫах-и, тулӑх-и, ҫити-ҫитми-и – эпӗ ӗнтӗ темле те пурӑнма вӗренсе ҫитрӗм. Мӗншӗн тесен ӳт-пӗве аталантарни пӗр енчен кӑна усӑллӑ, Турра хисеплессине аталантарни вара пур енчен те усӑллӑ. Вӑл пире хальхи пурӑнӑҫра та шанчӑк парать, ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫа кӗме те шантарать.
1. Тимофею
1 2 3 4 5 6
Выбор основного перевода