2
Хӑш чурасен хуҫисем хӑйсем те Турра ӗненеҫҫӗ пулсан, вӗсем пирӗн ӗненекен тӑвансем-ха тесе, чурасен хӑйсен хуҫисене хисеплемесӗр тӑмалла мар. Пачах урӑхла, хуҫисем хӑйсен савнӑ ӗненекен тӑванӗсем, ырӑ тӑваканӗсем пулнине кура, чурасен хуҫисемшӗн тата лайӑхрах тӑрӑшса ӗҫлемелле. Ҫапла ӳкӗтлесе вӗрент.
Эй, Турӑ савнӑ тӑвансем! Сире Вӑл суйласа илнине эпир пӗлетпӗр.
Ӗнтӗ тек вӑл саншӑн чура мар, ҫывӑх ҫынну, савнӑ ӗненекен тӑвану. Вӑл маншӑн хаклӑ ҫыннӑм пулчӗ, саншӑн тата пахарах пулӗ. Эсӗ ӑна ҫынлӑхӗшӗн ҫеҫ мар, Хуҫамӑр урлӑ тӑван пулнишӗн те килӗштерӗн-ха.