Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1. Тимофею
1 2 3 4 5 6
Параллельные места
Ӑмӑртӑва хутшӑнмашкӑн пурте тӗплӗн хатӗрленеҫҫӗ, ӑна-кӑна питӗ уяса пурӑнаҫҫӗ. Вӗсем шанакан-типекен пуҫ кӑшӑлӗ ҫӗнсе илесшӗн, эпир – шанманнине. Ҫавӑнпа та эпӗ тӗллевсӗр чупмастӑп; аллӑмсемпе сывлӑшра усӑсӑр сулкалашмастӑп, чӑнласах кӗрешетӗп. Тимофей ывӑлӑм! Сан пирки тахҫанах каланӑ пророкла сӑмахсемпе килӗшӳллӗн эпӗ сана канаш паратӑп. Ҫав сӑмахсемпе хӗҫ-пӑшалланса лайӑх ҫар ҫынни пек ҫапӑҫ, Эпӗ сана нумай ҫын умӗнче вӗрентсе каланӑччӗ. Эсӗ ҫавна шанчӑклӑ, ыттисене ӳкӗтлеме пултаракан ҫынсене вӗрент. Ӗнтӗ Иисус Христосӑн шанчӑклӑ салтакӗ пек пулса хӗн-хура тӳс. Нимӗнле ҫар ҫынни те пурӑнӑҫри вак-тӗвек ӗҫсемпе аппаланмасть. Ун пек вӑл пуҫлӑхне юраймӗ. Ӑмӑртӑва хутшӑнакан та, йӗркене пӑсса ӑмӑртсан, ҫӗнтерӳҫӗ пуҫ кӑшӑлне нихӑҫан та тивӗҫ пулаймӗ. Тертленсе тырӑ-пулӑ ӳстернӗ ҫӗр ӗҫченӗ те хӑйӗн пайне чи малтан илме тивӗҫ. Эпӗ мӗн калани пирки тӗплӗн шухӑшла. Хуҫамӑр сана йӑлтах ӑнланмалла тутӑрах.
1. Тимофею
1 2 3 4 5 6
Выбор основного перевода