Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1. Тимофею
1 2 3 4 5 6
Параллельные места
Эй, чурасем! Ҫӗр ҫинчи хуҫӑрсене хӑраса-чӗтресе, пӗтӗм чӗререн, Христоса пӑхӑннӑ пек пӑхӑнӑр. таса шухӑшлӑ, ҫылӑха кӗмесӗр пурӑнма, килшӗн тӑрӑшма, ырӑ пулма, упӑшкисене пӑхӑнса пурӑнма вӗрентчӗр – ҫапла тусан Турӑ сӑмахӗ хур пулмӗ. Яшсене те таса шухӑшлӑ пулма ӳкӗтле. Ырӑ ӗҫӳпе вӗсемшӗн тӗслӗх пул. Эсӗ ӳкӗтлени таса та танлӑ, пӑсӑк мар пултӑр. Сӑмаху сулмаклӑ та тиркеме ҫук пултӑр, пире хирӗҫлекен пирӗн ҫинчен начар калайманнипе намӑса юлтӑр. Чурасене хӑйсен хуҫисене пур енчен те пӑхӑнса, юраса, вӗсемпе тавлашмасӑр пурӑнма ӳкӗтле. Вӗсем ан вӑрлаччӑр, пур енчен те шанчӑклӑ пулччӑр – ҫапла туса хамӑра Ҫӑлакан Туррӑмӑр вӗрентӗвне татах илем кӳччӗр.
1. Тимофею
1 2 3 4 5 6
Выбор основного перевода