Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1. Петра
1 2 3 4 5
Параллельные места
Чӑн-чӑнах калатӑп сире: эсир ӗсӗклесе йӗрӗр, ӳлесе макӑрӑр, анчах та тӗнче савӑнӗ. Эсир хуйха ӳкӗр, анчах та сирӗн хуйхӑр савӑнӑҫпа ылмашӗ. Ҫавнашкалах эсир те халӗ тертленетӗр. Акӑ Эпӗ тепӗртакран сире курӑп та, сирӗн чӗрӗрсем савӑнӑҫпа тулӗҫ. Ҫав савӑнӑҫа сирӗнтен никам та туртса илеймӗ. Ӗненӗве пула эпир Иисус урлӑ ырӑлӑх илтӗмӗр, ҫав ырӑлӑхпа пурӑнатпӑр; Турӑ мухтавне те илес шанчӑк пурришӗн савӑнатпӑр. Вӑхӑтлӑх кӑшт асапланнӑшӑн эпир виҫесӗр пысӑк, ӗмӗрлӗх мухтав илетпӗр. Кирек епле айӑплав та ҫав вӑхӑтра савӑнтармасть, кулянтарать. Ҫапла ӑс пани каярахпа пире тӳрӗлӗхпе канӑҫлӑх ҫимӗҫӗ парать. Эй, тӑвансем! Тӗрлӗ тӗрӗслеве савӑнса-хӗпӗртесе йышӑнӑр. Асап курасси сирӗн нумаях юлмарӗ: тӗрлӗ ырӑлӑхӑн Турри пире Христос Иисус урлӑ Хӑйӗн ӗмӗрлӗх мухтавне пама чӗнсе илнӗ. Ҫав вӑхӑтлӑх асапсене тӳссе ирттерсессӗн Вӑл сире ура ҫине тӑратӗ, ҫирӗплетӗ, хӑватлатӗ, тӗреклетӗ.
1. Петра
1 2 3 4 5
Выбор основного перевода