Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1. Петра
1 2 3 4 5
Параллельные места
«Яланах хатӗр пулӑр, сирӗн ҫутаткӑҫсем ҫунса тӑччӑр; эсир хуҫи туйран тавӑрӑнасса кӗтекен ҫынсем пек пулӑр. Вӑл пырса шаккасан вӗсем ҫавӑнтах ӑна алӑк уҫса кӗртеҫҫӗ. Унӑн туллилӗхне пула эпир ырӑлӑх ҫине ырӑлӑх илтӗмӗр. Эппин чӑнлӑх пиҫиххине ҫыхса, тӳрӗлӗхӗн тимӗр тумне тӑхӑнса, ҫирӗп тӑрӑр. Эппин ыттисем пек ҫывӑрса выртар мар, сыхӑ та ӑслӑ-тӑнлӑ пулар. Турӑ пире ӗҫӗмӗрсене кура мар, Хӑйӗн шухӑш-кӑмӑлӗпе, ырӑлӑхӗпе ҫӑлнӑ, Хӑйӗн халӑхӗ пулма чӗнсе илнӗ. Вӑл пире ҫав ырӑлӑха Иисус Христос урлӑ ӗмӗрсем пуҫланичченех пама пулнӑ. Анчах та пама пулни халӗ тин, Ҫӑлаканӑмӑр Иисус Христос килсессӗн, палӑрнӑ. Вӑл вилӗме тӗп тунӑ, Ырӑ Хыпар урлӑ тӗнчене ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ илсе килнӗ.
1. Петра
1 2 3 4 5
Выбор основного перевода