Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1. Петра
1 2 3 4 5
Параллельные места
Эпӗ вӗсене ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ паратӑп, вӗсем нихӑҫан та вилмӗҫ. Вӗсене Ман аллӑмран никам та туртса илеймӗ. Эпӗ ӗнтӗ тӗнчере мар, вӗсем вара тӗнчерех-ха. Эпӗ Сан патна пыма тухатӑп. Эй, Святой Аттем! Вӗсем те Пирӗн пекех пӗр пулччӑр тесе Эсӗ Мана панӑ Хӑвӑн ятупа вӗсене упрасамччӗ. Уншӑн кӑна мар, хамӑра хӗсӗрлесе хӗн-хур кӑтартнӑшӑн та савӑнатпӑр. Мӗншӗн тесен эпир ҫакна пӗлетпӗр: хӗн-хур пире тӳсӗмлӗ тӑвать, тӳсӗмлӗх пирӗн кӑмӑла ҫирӗплетет, ҫирӗплӗхрен шанчӑк ҫуралать. Сирӗн ӗненӗвӗр этем ӑслӑлӑхӗ ҫинче мар, Турӑ вӑй-хӑвачӗ ҫинче никӗслентӗр тесе эпӗ сире этем ӑсӗн витӗмлӗ сӑмахӗсемпе мар, Святой Сывлӑш хӑвачӗпе вӗрентрӗм, ӳкӗтлерӗм. Килес ӗненӗве йышӑнма чӗремӗрсем уҫӑличчен, ӗненӳ вӑхӑчӗ ҫитичченех пире саккун сыхласа тӑнӑ.
1. Петра
1 2 3 4 5
Выбор основного перевода