Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1. Петра
1 2 3 4 5
Параллельные места
Турӑ вӗсене ҫураличчен малтанах пӗлнӗ, Хӑйӗн Ывӑлӗ евӗрлӗ пулмашкӑн та малтанах палӑртса хунӑ. Ывӑллӑха илнӗ ӗненекен нумай-нумай ҫын хушшинче Хӑйӗн Ывӑлӗ малтанхи пултӑр тенӗ. Ҫавнашкаллисем сирӗн хушшӑрта та пулнӑ. Анчах та эсир шыва кӗнӗ, сӑвапланса тасалнӑ, Иисус Христос Хуҫамӑр ячӗпе тата Туррӑмӑр Сывлӑшӗпе тӳрре тухнӑ. Хуҫа Турӑ савакан тӑванӑмӑрсем! Пирӗн сирӗншӗн Турра тӑтӑшах тав тумалла. Мӗншӗн тесен Турӑ сире Святой Сывлӑшпа сӑваплатса, чӑнлӑха ӗнентерсе ҫӑлса хӑвармашкӑн чӑн малтанах суйласа илнӗ. Эппин Турӑ патне таса чунпа, тулли ӗненӳпе, ҫылӑхлӑ чӗремӗрсене сӑваплатса-сирпӗтсе, ӳт-пӗве таса шывпа ҫуса кӗрер. Эсир Хӑй урлӑ ҫӗнӗ халал панӑ Иисус патне, сӑваплатса сирпӗтмелли Юн патне, ҫывхартӑр. Авель юнӗпе танлаштарсан, Иисус юхтарнӑ Юн чылай мухтавлӑрах. Турӑ халӑхӗ хушшинче суя пророксем авалах пулнӑ. Сирӗн хушшӑрта та ҫавнашкалах суя вӗрентӳҫӗсем пулӗҫ. Вӗсем ҫынна пӗтерекен пӑсӑк вӗрентӳсем сарӗҫ, хӑйсене хӑтарнӑ Хуҫа Турӑран пӑрӑнса, хӑйсен пӗтеслӗхне хӑйсемех час тупӗҫ.
1. Петра
1 2 3 4 5
Выбор основного перевода