Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13 14 15 16
Параллельные места
Мӗн тунине йӑлтах юратса тӑвӑр. Сирӗн пурӑнӑҫӑр – Христос. Вӑл тепре килсессӗн эсир те Унпа пӗрле мухтавлӑ пулӑр. Ӗненӳпе юратулӑхран килекен ӗҫӗре, Иисус Христос Хуҫамӑр панӑ шанчӑкран килекен чӑтӑмлӑхӑра Туррӑмӑр тата Аттемӗр умӗнче яланах асра тытатпӑр. Эппин Турӑ патне таса чунпа, тулли ӗненӳпе, ҫылӑхлӑ чӗремӗрсене сӑваплатса-сирпӗтсе, ӳт-пӗве таса шывпа ҫуса кӗрер. Хамӑр ӗненекен шанчӑка иккӗленмесӗр чунтан парӑнар, мӗншӗн тесен Шантараканӗ Хӑйӗн сӑмахне яланах тытать. Пӗр-пӗрин ҫинчен шухӑшлар, пӗр-пӗрне юратма, ырӑ ӗҫсем тума хавхалантарар. Пуринчен те ытларах вара пӗр-пӗрне юратӑр, мӗншӗн тесен юратулӑх нумай-нумай ҫылӑха саплаштарать. Турӑ пире епле юратнине эпир пӗлтӗмӗр, ҫав юратулӑха ӗнентӗмӗр. Турӑ вӑл юратулӑх, ҫавӑнпа та юратуллӑ пурӑнакан ҫын Турӑра пулать, Турӑ та ҫав ҫынра пулать.
Выбор основного перевода