Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13 14 15 16
Параллельные места
Турӑ вара Хӑйне юратакана пӗлет. эпир хамӑр куҫ мӗне курнипе мар, чунӑмӑр мӗне ӗненнипе пурӑнатпӑр – Анчах та эпӗ ҫитес ҫӗре ҫитрӗм теме пултараймастӑп. Христос мана мӗншӗн суйласа илнӗ, ҫавӑн патне тӑрӑшсах ӑнтӑлатӑп. Анчах та Турӑ хывнӑ никӗс ҫирӗппипех; унта ҫапла ҫырнӑ: «Хуҫа Турӑ Хӑйӗннисене пӗлет». Тата ҫапла ҫырнӑ: «Хуҫа Турӑ ятне асӑнакан кирек кам та йӗркесӗрлӗхрен пӑрӑнтӑр». Мӗншӗн тесен сӑмаха итлекен, анчах сӑмах хушнӑ пек туман ҫын тӗкӗр ҫинче хӑйӗн сӑнне тинкерекен евӗр. Ҫакӑ пире пророксен сӑмахӗ чӑн пулнине тата хытӑрах ӗнентерет. Эсир те пророксен сӑмахне ҫутаткӑҫ вырӑнне хурса аван тӑватӑр. Вӑл тул ҫутӑлса киличчен, чун-чӗрӗрсенче ирхи шуҫӑм ҫӑлтӑрӗ тухиччен ҫутатать. Эй, савнӑ тӑвансем! Эпир ӗнтӗ Турӑ ачисем, анчах та хамӑр малашлӑха пӗлместпӗр-ха. Пӗр ҫакна кӑна пӗлетпӗр: ҫав вӑхӑт ҫитсен эпир Ун евӗрлӗ пулӑпӑр, мӗншӗн тесен Вӑл мӗнлине курӑпӑр.
Выбор основного перевода