Турӑ Ывӑлне ӗненсе, пӗлме тӑрӑшса, эпир пурте пӗр пуличчен, хамӑр та Христос пекех паха, аталанса ҫитнӗ арсем пуличчен ҫапла пулмалла.
Эй, савнӑ тӑвансем! Эпир ӗнтӗ Турӑ ачисем, анчах та хамӑр малашлӑха пӗлместпӗр-ха. Пӗр ҫакна кӑна пӗлетпӗр: ҫав вӑхӑт ҫитсен эпир Ун евӗрлӗ пулӑпӑр, мӗншӗн тесен Вӑл мӗнлине курӑпӑр.