Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13 14 15 16
Параллельные места
Эй, тӑванӑмсем! Калӑпӑр, эпӗ сирӗн патӑра пырсан пӗлмен чӗлхесемпе калаҫӑп. Ҫав хушӑрах эпӗ сире Турӑ вӑрттӑнлӑхне уҫса памасан, пӗлӳ памасан, пророкла калаҫмасан, вӗрентмесен сире мӗн усси пулӗ? Тӗслӗх вырӑнне кӗвӗ каламалли чунсӑр хатӗрсене – шӑхличе е кӗслене – илер. Шӑхличпе кӗсле уҫӑмсӑр сасӑсем кӑлараҫҫӗ пулсан, вӗсемпе мӗнле ҫемӗ каланине епле пӗлеес? Уҫӑмлӑ мар труба сассипе кам ҫапӑҫӑва хатӗрленӗ? Ҫавнашкалах эсир калакан сӑмахсем ӑнланмалла мар пулсан, мӗн каланине ҫынсем епле пӗлччӗр? Ку вӑл ҫиле калани кӑна пулать.
Выбор основного перевода