Анчах та пурте ҫакнашкал пӗлӳллӗ мар. Хӑшӗ-пӗрисем халӗ те кӗлеткесене турӑ вырӑнне хурассинчен хӑпса ҫитмен-ха. Ҫавӑнпа та чӳк ҫимӗҫне ҫинӗ чухне ҫакӑ турра кӳнӗ ҫимӗҫ тесе шутлаҫҫӗ, халсӑр чунлӑскерсем, хӑйсене хӑйсем ирсӗрленнӗ пек туяҫҫӗ.
Эсӗ, пӗлӳллӗскер, чӳк вырӑнӗнче ҫисе ларнине курсан, халсӑр чунлисенчен хӑшӗ-пӗрин чӳк ашне ҫисе пӑхасси килсе каймӗ-и?