„Эй, Хуҫамӑр, эй, Хуҫамӑр! Эпир Сан ятупа пророкла калаҫмарӑмӑр-им? Усалсене Сан ятупа хӑваласа кӑлармарӑмӑр-им? Сан ятупа тӗлӗнмелле ӗҫ нумай тумарӑмӑр-им?“ – тейӗ Мана чылайӑшӗ суд кунӗ ҫитсен.
Ӗненменнисемпе пӗрле пӗр лава ан кӳлӗнӗр, вӗсем сире юлташ мар. Тӳрӗлӗхӗн йӗркесӗрлӗхпе мӗн хутшӑнмалли пур? Ҫутӑпала тӗттӗмӗн мӗн пӗрлӗхӗ пур?
Христоспала Велиар епле килӗштерччӗр? Е ӗненекенпе ӗненмен ҫын хушшинче мӗн пӗрлӗхӗ пур?
Туррӑн ҫурчӗпеле пуҫҫапмалли кӗлеткесем епле пӗрле пулччӑр? Эсир вара – чӗрӗ Туррӑн ҫурчӗ. Турӑ ҫапла каланӑ: «Эпӗ вӗсен ӑшӗнче, вӗсен хушшинче пурӑнӑп; вара вӗсен Турри пулӑп, вӗсем Манӑн халӑхӑм пулӗҫ».
«Ҫавӑнпа та вӗсем хушшинчен тухса кайӑр, уйӑрӑлӑр, – тет Хуҫа Турӑ. – Таса маррине ан сӗртӗнӗр, вара Эпӗ сире хапӑл туса йышӑнӑп».