Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13 14 15 16
Параллельные места
Калӑпӑр, пӗри йӑлтах ҫиме юрать тесе шухӑшлать, тепри, хавшак ӗненӳлли, пахча ҫимӗҫ кӑна ҫиет. Апат тиркеменни апат уякана ан мӗскӗнлеттӗр. Апат уяканни те апат тиркеменнине айӑпласа ан калаҫтӑр, мӗншӗн тесен вӑл та Туррӑн. Эсӗ, ют чурана айӑплаканскер, ху камах вара? Вӑл хӑй Хуҫи умӗнче тӑрать-и, ӳкнӗ-и – ӑна Хуҫи пӗлет. Ӳкнӗ пулсан, Турӑ ӑна ури ҫине тӑратма та пултарать. Хӑшӗ кунпа куна тиркет, хӑшӗ пур куна пӗре хурать. Кам мӗнле шухӑшлать, ҫапла пурӑнтӑр. Кунсене уяканни Хуҫа Турӑшӑн уять. Кунсене тиркеменни те Хуҫа Турӑшӑн тиркемест. Апат тиркеменни Хуҫа Турӑшӑн тиркемест, мӗншӗн тесен вӑл Турра тав туса ҫиет. Апат уяканни те Хуҫа Турӑшӑн уять, мӗншӗн тесен вӑл та Турра тав тӑвать. Пурӑнасса та эпир хамӑршӑн пурӑнмастпӑр, вилессе те эпир хамӑршӑн вилместпӗр. Пурӑнсан та – Хуҫа Турӑшӑн пурӑнатпӑр; вилсен те – Хуҫа Турӑшӑн вилетпӗр. Эпир яланах Хуҫамӑрӑн. Мӗншӗн тесен Христос вилнисемпе чӗррисен Хуҫи пулмашкӑн вилнӗ те, чӗрӗлнӗ те. Эсӗ ӗненекен тӑванна мӗншӗн айӑплатӑн? Эсӗ тата? Хӑвӑн тӑванна мӗншӗн мӗскӗнлететӗн? Пирӗн пурин те Христос сучӗ умне тӑмалла пулать-ҫке! Санӑн ӗненӗвӳ пур-и? Пур пулсассӑн, ӑна хӑвӑн ӑшӑнта, Турӑ умӗнче упра. Хӑй суйласа илнӗ япалашӑн хӑйне айӑпламан ҫын телейлӗ. Анчах та пурте ҫакнашкал пӗлӳллӗ мар. Хӑшӗ-пӗрисем халӗ те кӗлеткесене турӑ вырӑнне хурассинчен хӑпса ҫитмен-ха. Ҫавӑнпа та чӳк ҫимӗҫне ҫинӗ чухне ҫакӑ турра кӳнӗ ҫимӗҫ тесе шутлаҫҫӗ, халсӑр чунлӑскерсем, хӑйсене хӑйсем ирсӗрленнӗ пек туяҫҫӗ.
Выбор основного перевода