Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13 14 15 16
Параллельные места
Вӗсем каҫхи апат ҫинӗ чухне Иисус ҫӑкӑр илсе Турра тав тунӑ та вӗренекенӗсене хуҫа-хуҫа парса: «Илӗр, ҫийӗр, ҫакӑ – Манӑн Ӳтӗм», – тенӗ. Унтан хӗрлӗ эрех курки илнӗ те Турра тав тунӑ, куркана вӗсене парса: «Пурте ӗҫӗр ҫакӑнтан, ҫак хӗрлӗ эрех – Ҫӗнӗ Халала ҫирӗплетекен Манӑн Юнӑм, нумайӑшӗн ҫылӑхне каҫармашкӑн юхакан Юн. Каҫхи апат ҫинӗ чухне Иисус ҫӑкӑра илсе Турра тав тунӑ та вӗренекенӗсене хуҫа-хуҫа парса: «Илӗр, ҫийӗр, ҫакӑ – Манӑн Ӳтӗм», – тенӗ. Унтан куркине илсе Турра тав тунӑ, вара ҫав куркаран пурте ӗҫнӗ. Иисус вӗсене ҫапла каланӑ: «Ҫак хӗрлӗ эрех – Ҫӗнӗ Халала ҫирӗплетекен, нумай ҫыншӑн юхакан Манӑн Юнӑм. Вӑл тата ҫӑкӑр илсе Турра тав тунӑ та, вӗренекенӗсене хуҫа-хуҫа парса, каланӑ: «Ҫакӑ – сирӗншӗн паракан Манӑн Ӳтӗм. Малашне те Мана аса илсе ҫак йӑлана тӑвӑр». Каҫхи апат хыҫҫӑн, ҫавнашкалах, Иисус курка илсе каланӑ: «Ҫак курка – сирӗншӗн юхакан Юнӑмпа ҫирӗплетнӗ Ҫӗнӗ Халал.
Выбор основного перевода