Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1. Иоанна
1 2 3 4 5
Параллельные места
Иоанн шыва кӗртнӗ хыҫҫӑнах Иисус ҫырана тухнӑ. Акӑ ӗнтӗ Ун тӗлӗнче тӳпе уҫӑлса кайнӑ та, Иоанн Турӑ Сывлӑшӗ Иисус ҫине кӑвакарчӑн пек курӑнса аннине асӑрханӑ. Акӑ, тӳперен ҫапла сасӑ илтӗнсе кайнӑ: «Ҫакӑ Манӑн савнӑ Ывӑлӑм, Манӑн ырӑ кӑмӑлӑм Унра». Ман пирки Тепри те ҫирӗплетсе пӗлтерет. Вӑл Ман ҫинчен пӗлтерни чӑн пулнине Эпӗ пӗлетӗп. Эсир Иоанн патне ҫынсем ятӑр. Вӑл ҫирӗплетни чӑн-чӑн. Тепӗр тесен, Ман пирки ҫын каласа ҫирӗплетни Мана кирлӗ те мар. Ҫакна Эпӗ сире ҫӑлас тесе кӑна калатӑп. Иоанн вӑл ҫунса ҫутӑ паракан ҫутаткӑҫчӗ, эсир вара ун ҫутинче кӑшт кӑна савӑнса юласшӑн пултӑр. Ӑна Ашшӗ кунта янӑ тесе Ман ҫинчен Иоанн пӗлтернисӗр пуҫне тата вӑйлӑрах кӑтартса паракан пур. Вӑл – Эпӗ тӑвакан ӗҫсем, вӗсене Эпӗ Аттем ирӗкне пӑхӑнса тӑватӑп. Мана кунта яракан Аттем Хӑй те Ман ҫинчен ҫирӗплетсе пӗлтернӗ. Эсир вара Унӑн сассине нихӑҫан та илтмен, Унӑн сӑнне те курман. Иккӗн кӑтартса пани чӑн тесе сирӗн саккунӑрта та ҫырнӑ. Ман ҫинчен ҫирӗплетсе пӗлтерекенсем вара иккӗн: Эпӗ Хам тата Мана кунта яракан Аттем».
1. Иоанна
1 2 3 4 5
Выбор основного перевода