Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1. Иоанна
1 2 3 4 5
Параллельные места
Хӑйне йышӑнакансене, Хӑйне ӗненекенсене Вӑл Турӑ ачисем пулма ирӗк панӑ. Вӗсем юнпа-ӳтпе те мар, арҫын кӑмӑлӗпе те мар, ҫӳлтен, Турӑран ҫуралаҫҫӗ. Пӗр-пӗрне яланах чунтан-чӗререн юратӑр. Ӗненекен тӑванӑрсене ултавсӑр юратас тесен вара чунӑрсене чӑнлӑха пӑхӑннипе, Святой Сывлӑш пулӑшнипе тасатӑр. Эсир вилӗмлӗ этемрен мар, вилӗмсӗр те ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнакан Турӑ сӑмахӗнчен ҫӗнӗрен ҫуралнӑ. Иисус вӑл Турӑ Суйласа илни пулнине йышӑнман ҫын та суеҫӗ пулмасан, тата кам суеҫӗ пулӗ? Ҫавнашкал ҫын – антихрист. Вӑл Атте Турра та, Ывӑлне те йышӑнмасть. Ывӑлне йышӑнман ҫыннӑн Ашшӗ те ҫук. Ывӑлне ӗненекенӗн вара Ашшӗ пур.
1. Иоанна
1 2 3 4 5
Выбор основного перевода