Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1. Иоанна
1 2 3 4 5
Параллельные места
Итлемесен, хупа пӗрле икӗ-виҫӗ ҫын илсе кай. Курни-илтнине ҫирӗплетекен икӗ е виҫӗ ҫын пулсан, кирек епле сӑмах та тӗрӗс пулать. ҫак хӗрлӗ эрех – Ҫӗнӗ Халала ҫирӗплетекен Манӑн Юнӑм, нумайӑшӗн ҫылӑхне каҫармашкӑн юхакан Юн. Эпӗ хам та Ӑна пӗлместӗмччӗ. Анчах та мана шывпа тӗне кӗртме Яраканӗ ҫапла каларӗ: „Ҫӳлтен анакан Святой Сывлӑш кам ҫинче тӑнине курӑн, Ҫавӑ Святой Сывлӑшпа тӗне кӗртекенӗ пулӗ“. «Чӑн-чӑнах калатӑп сана: шывран тата Турӑ Сывлӑшӗнчен ҫуралманни Турӑ Патшалӑхне кӗреймӗ, – хуравланӑ Иисус. «Хамӑр пекех Святой Сывлӑш илнӗ ҫынсене шывпа тӗне кӗртме кам чарма пултарӗ?» Эпӗ сиртен ҫакна кӑна ыйтса пӗлесшӗн: эсир Святой Сывлӑша саккуна тытса пынӑран е ӗненме ӳкӗтленӗрен илтӗр? Эсир Хӑй урлӑ ҫӗнӗ халал панӑ Иисус патне, сӑваплатса сирпӗтмелли Юн патне, ҫывхартӑр. Авель юнӗпе танлаштарсан, Иисус юхтарнӑ Юн чылай мухтавлӑрах.
1. Иоанна
1 2 3 4 5
Выбор основного перевода