Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1. Иоанна
1 2 3 4 5
Параллельные места
Ҫапла вара, савнӑ тӑвансем, кӗлеткесене пуҫҫапассинчен пӑрӑнса ҫӳрӗр. Ӗненменнисемпе пӗрле пӗр лава ан кӳлӗнӗр, вӗсем сире юлташ мар. Тӳрӗлӗхӗн йӗркесӗрлӗхпе мӗн хутшӑнмалли пур? Ҫутӑпала тӗттӗмӗн мӗн пӗрлӗхӗ пур? Христоспала Велиар епле килӗштерччӗр? Е ӗненекенпе ӗненмен ҫын хушшинче мӗн пӗрлӗхӗ пур? Туррӑн ҫурчӗпеле пуҫҫапмалли кӗлеткесем епле пӗрле пулччӑр? Эсир вара – чӗрӗ Туррӑн ҫурчӗ. Турӑ ҫапла каланӑ: «Эпӗ вӗсен ӑшӗнче, вӗсен хушшинче пурӑнӑп; вара вӗсен Турри пулӑп, вӗсем Манӑн халӑхӑм пулӗҫ». «Ҫавӑнпа та вӗсем хушшинчен тухса кайӑр, уйӑрӑлӑр, – тет Хуҫа Турӑ. – Таса маррине ан сӗртӗнӗр, вара Эпӗ сире хапӑл туса йышӑнӑп».
1. Иоанна
1 2 3 4 5
Выбор основного перевода