Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1. Фессалоникийцам
1 2 3 4 5
Параллельные места
Хырӑмшӑн апат пултӑр, апатшӑн хырӑм пултӑр. Анчах та Хуҫамӑр ӑна та, кӑна та пӗтерӗ. Ӳт-пӳ те аскӑнлӑх валли мар, Хуҫамӑр валли; Хуҫамӑр вара – этем валли. Сирӗн ӳт-пӗвӗрсем Христос ӳчӗн пайӗсем пулнине пӗлместӗр-им? Мӗн, Христос ӳчӗн пайӗсене илсе аскӑн хӗрарӑм ӳт-пӗвӗн пайӗсем тумалла-им? Апла мар, паллах! Аскӑнлӑхран пӑрӑнӑр: этем тӑвакан кирек епле ҫылӑх та унӑн ӳт-пӗвӗн тулашӗнче. Аскӑн ҫын вара хӑйӗн ӳт-пӗвне хирӗҫ ҫылӑх тӑвать. Аскӑнлӑха путмалла ан пултӑр тесен, кашни арҫыннӑн арӑмӗ пултӑр, кашни хӗрарӑмӑн – упӑшки. Эпир ҫав мул упранакан тӑм савӑтсем ҫеҫ. Ҫапла ӗнтӗ, виҫесӗр вӑй-хӑват пирӗнтен мар, Турӑран килни уҫҫӑнах палӑрать.
1. Фессалоникийцам
1 2 3 4 5
Выбор основного перевода