Эсир Македонипе Ахаия тӑрӑхӗнчи мӗн пур ӗненекенсемшӗн тӗслӗх пулса тӑтӑр.
Эпир сире юратнӑ пекех, Хуҫа Турӑ сире пӗр-пӗрне те, ыттисене пурне те юратнӑҫемӗн юратмалла тутӑрччӗ.
Эсир Хуҫамӑрпа пӗрлӗхлӗ пулнӑран эпир сире мӗн хушнине пурнӑҫланине, малашне те пурнӑҫласса шанатпӑр.