Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1. Фессалоникийцам
1 2 3 4 5
Параллельные места
Анчах та халӗ, эсир ҫылӑхран хӑтӑлса Турӑ чурисем пулса тӑрсассӑн, ырӑ ӗҫӗрсем сире сӑваплӑх параҫҫӗ, ҫав ӗҫсемпе эсир ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫлӑ пулӑр. Пурӑнӑҫӑра ҫак тӗнче йӗркисемпе ан шайлаштарӑр. Ун вырӑнне Туррӑн аван, юрӑхлӑ тата паха ирӗкӗ мӗнне пӗлес тесе эсир хӑвӑр ӑс-хакӑлӑра ҫӗнетсе улшӑнӑр. Сирӗн ӳт-пӗвӗрсем Христос ӳчӗн пайӗсем пулнине пӗлместӗр-им? Мӗн, Христос ӳчӗн пайӗсене илсе аскӑн хӗрарӑм ӳт-пӗвӗн пайӗсем тумалла-им? Апла мар, паллах! Аскӑнлӑхран пӑрӑнӑр: этем тӑвакан кирек епле ҫылӑх та унӑн ӳт-пӗвӗн тулашӗнче. Аскӑн ҫын вара хӑйӗн ӳт-пӗвне хирӗҫ ҫылӑх тӑвать. Турра ӗненекенсен хӑйсене тивӗҫлӗ тыткаламалла, ҫавӑнпа сирӗн хушшӑрта аскӑнлӑхпа тӗрлӗ ирсӗрлӗх, ҫӑткӑнлӑх пирки калаҫу та ан пултӑр. Ҫапла вара, ҫӑмӑлттай шухӑшлӑ ан пулӑр, Турӑ ирӗкне пӗлсе ҫитмешкӗн тӑрӑшӑр. Эппин ҫӗр ҫинчи кӑмӑл-туйӑмсене: аскӑнлӑха, ирсӗрлӗхе, путсӗр кӑмӑл туртӑмне, киревсӗр ӗмӗтсене, ҫӑткӑнлӑха – пӑрахӑр. Ҫӑткӑнлӑх вӑл кӗлеткесене пуҫҫапнипе пӗрех.
1. Фессалоникийцам
1 2 3 4 5
Выбор основного перевода