Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1. Фессалоникийцам
1 2 3 4 5
Параллельные места
Кам вӑрласа пурӑннӑ, малашне ан вӑрлатӑр. Ху валли ху ӗҫлесе ил, вӑл ҫитмен пурӑнӑҫпа пурӑнакана та пулӑшма ҫиттӗр. Эй, тӑвансем! Иисус Христос Хуҫамӑр ячӗпе эпир сире хистесех ҫакна калатпӑр: наянланса пурӑнакан тӑванӑрсенчен пӑрӑнса ҫӳрӗр. Вӗсем эпир вӗрентнӗ пек пурӑнмаҫҫӗ. Пирнешкел пурӑнмаллине эсир хӑвӑрах пӗлетӗр. Эпир вара сирӗн патӑрта ӗҫсӗр ларман, никамӑн татӑк ҫӑкӑрне те тарам ҫимен. Сире чӑрмав кӳрес марччӗ тесе ҫӗрӗн-кунӗн ӗҫ ӗҫлесе пурӑнтӑмӑр. Паллах, ӗненекенсен шучӗпе пурӑнма пирӗн ирӗк пур, анчах та, сирӗншӗн тӗслӗх пулас тесе, эпир хамӑра хамӑр тӑрантарса пурӑнтӑмӑр. Сирӗн патӑрта пурӑннӑ чухнех эпир сире ҫапла вӗрентеттӗмӗр: «Кам ӗҫлемест, ҫав ҫимест». Анчах та сирӗн патӑрта хӑшӗ-пӗрисем ӗҫлеме ӳркенеҫҫӗ, ӗҫрен тарма тӑрӑшаҫҫӗ текен сас-хура пирӗн хӑлхана та кӗчӗ. Унашкаллисене Иисус Христос Хуҫамӑр ячӗпе пули-пулми сӑмах вакламасӑр ӗҫлеме, хӑйсене хӑйсем тӑрантарса пурӑнма ӳкӗтлетпӗр.
1. Фессалоникийцам
1 2 3 4 5
Выбор основного перевода