Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1. Фессалоникийцам
1 2 3 4 5
Параллельные места
Вӗсен вӗренекенӗсен чун-чӗрисем вара савӑнӑҫпа, Святой Сывлӑшпа тулнӑ. Ҫакна курсан, ӗненмен иудейсем питӗ кӗвӗҫсе кайнӑ. Вӗсем, хула урамӗсенчи путсӗрсене пухса, ушкӑнӗпех хула халӑхне пӑлхатса ҫӳренӗ. Унтан, Иасон ҫуртне йӗри-тавра хупӑрласа илсе, Павелпа Силӑна хӑйсен аллине пама хистесех ыйтнӑ. Анчах та вӗсем апостолсене тупайман. Вара Иасонпа хӑш-пӗр ӗненекенсене хула пуҫлӑхӗсем патне сӗтӗрсе кайнӑ. «Вӗсем пӗтӗм тӗнчипех халӑха пӑтратса ҫӳреҫҫӗ, халӗ акӑ кунта та ҫитнӗ! – кӑшкӑрашнӑ ушкӑнрисем. – Иасон вара вӗсене хӑй патне кӗртнӗ! Вӗсем пурте император хушнине хирӗҫ пыраҫҫӗ, вӗсем урӑххине, Иисуса, патша тесе хисеплеҫҫӗ!» Ҫапла вӗсем итлекен халӑха та, хула пуҫлӑхӗсене те пӑлхатса янӑ. Анчах та пуҫлӑхсем Иасонпа ыттисенчен саклат укҫи илнӗ те вӗсене ирӗке янӑ. Ӗненекен тӑвансем вара ҫав каҫах Павелпа Силӑна Верине ӑсатнӑ. Унта ҫитсен вӗсем иудейсен синагогине кайнӑ. Ҫавӑнпа та сире тархаслатӑп: эпӗ Христос евӗрлӗ пулма тӑрӑшнӑ пекех, эсир те ман пек пулма тӑрӑшӑр. Эпӗ Христосран тӗслӗх илнӗ пек, эсир те манран тӗслӗх илӗр. Эй, тӑвансем! Ман евӗр пулӑр. Кам пирӗн евӗр пурӑнать, ҫавсенчен эсир те тӗслӗх илӗр. Иудейӑра Христос Иисуса ӗненекенсене иудейсемех хӗсӗрленӗ. Вӗсем евӗрлех сирӗн те, Турра ӗненекенсен, хӑвӑр халӑх ҫыннисемех хӗсӗрленине тӳсме тивнӗ. Турӑ пире Хӑйӗн Святой Сывлӑшне панӑ. Эппин ҫак вӗрентӗве хирӗҫлекен вӑл этеме мар, Турра хирӗҫлет. Пирнешкел пурӑнмаллине эсир хӑвӑрах пӗлетӗр. Эпир вара сирӗн патӑрта ӗҫсӗр ларман, Паллах, ӗненекенсен шучӗпе пурӑнма пирӗн ирӗк пур, анчах та, сирӗншӗн тӗслӗх пулас тесе, эпир хамӑра хамӑр тӑрантарса пурӑнтӑмӑр.
1. Фессалоникийцам
1 2 3 4 5
Выбор основного перевода