Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1. Фессалоникийцам
1 2 3 4 5
Параллельные места
Павел Дервине те, Листрӑна та ҫитнӗ. Ҫавӑнта Тимофей ятлӑ пӗр вӗренекен пурӑннӑ. Амӑшӗ унӑн Христоса ӗненекен иудей хӗрарӑмӗ, ашшӗ грек пулнӑ. Амфипольпе Апполони урлӑ кайса, апостолсем Фессалоникӑна ҫитнӗ. Унта иудейсен синагоги пулнӑ. Хӑнӑхнӑ йӑлипе Павел синагогӑна кӗнӗ. Вӑл унта виҫӗ шӑмат кун вӗрентнӗ. Павел вӗсене Христосӑн асапланмалла, вилӗмрен чӗрӗлсе тӑмалла пулни ҫинчен Ҫырнинчи сӑмахсемпе ӗнентермелле ӑнлантарнӑ. «Эпӗ сире Иисус ҫинчен ӳкӗтлесе вӗрентетӗп, Иисус вӑл шӑпах Турӑ Суйласа илни пулать те ӗнтӗ», – тенӗ вӑл. Хӑнӑхнӑ йӑлипе Павел синагогӑна кӗнӗ. Вӑл унта виҫӗ шӑмат кун вӗрентнӗ. Павел вӗсене Христосӑн асапланмалла, вилӗмрен чӗрӗлсе тӑмалла пулни ҫинчен Ҫырнинчи сӑмахсемпе ӗнентермелле ӑнлантарнӑ. «Эпӗ сире Иисус ҫинчен ӳкӗтлесе вӗрентетӗп, Иисус вӑл шӑпах Турӑ Суйласа илни пулать те ӗнтӗ», – тенӗ вӑл. Иудейсенчен хӑшӗ-пӗри ӗненме пуҫланӑ, Турра хисеплекен нумай-нумай грек тата ятлӑ-сумлӑ чылай хӗрарӑм Павелпа Сила енне ҫавӑрӑннӑ. Ҫакна курсан, ӗненмен иудейсем питӗ кӗвӗҫсе кайнӑ. Вӗсем, хула урамӗсенчи путсӗрсене пухса, ушкӑнӗпех хула халӑхне пӑлхатса ҫӳренӗ. Унтан, Иасон ҫуртне йӗри-тавра хупӑрласа илсе, Павелпа Силӑна хӑйсен аллине пама хистесех ыйтнӑ. Анчах та вӗсем апостолсене тупайман. Вара Иасонпа хӑш-пӗр ӗненекенсене хула пуҫлӑхӗсем патне сӗтӗрсе кайнӑ. «Вӗсем пӗтӗм тӗнчипех халӑха пӑтратса ҫӳреҫҫӗ, халӗ акӑ кунта та ҫитнӗ! – кӑшкӑрашнӑ ушкӑнрисем. – Иасон вара вӗсене хӑй патне кӗртнӗ! Вӗсем пурте император хушнине хирӗҫ пыраҫҫӗ, вӗсем урӑххине, Иисуса, патша тесе хисеплеҫҫӗ!» Ҫапла вӗсем итлекен халӑха та, хула пуҫлӑхӗсене те пӑлхатса янӑ. Анчах та пуҫлӑхсем Иасонпа ыттисенчен саклат укҫи илнӗ те вӗсене ирӗке янӑ. Ӗненекен тӑвансем вара ҫав каҫах Павелпа Силӑна Верине ӑсатнӑ. Унта ҫитсен вӗсем иудейсен синагогине кайнӑ. Сире Турӑ юратать, Вӑл сире сӑваплисем пулма чӗнсе илнӗ. Сире, Римри мӗн пур ӗненекенсене, Атте Туррӑмӑрпа Иисус Христос Хуҫамӑртан ырӑлӑхпа канӑҫлӑх пултӑр. Эпӗ те, Силуан та, Тимофей та – виҫсӗмӗр те – сирӗн патӑрта Турӑ Ывӑлӗ Иисус Христос ҫинчен ӳкӗтлесе вӗрентрӗмӗр. Турӑ Хӑйӗн Ывӑлне ҫӗр ҫине килтерни «ҫапла» е «ҫук» тени мар, татӑклӑн «ҫапла» тени пулать. Сире Атте Туррӑмӑрпа Иисус Христос Хуҫамӑрӑн ырӑлӑхӗпе канӑҫлӑхӗ пултӑр. Иудейӑра Христос Иисуса ӗненекенсене иудейсемех хӗсӗрленӗ. Вӗсем евӗрлех сирӗн те, Турра ӗненекенсен, хӑвӑр халӑх ҫыннисемех хӗсӗрленине тӳсме тивнӗ. Павелпа Силуанран тата Тимофейран – Атте Туррӑмӑрпа тата Иисус Христос Хуҫамӑрпа пӗрлӗхлӗ Фессалоникӑри чиркӗве. Сире пурне те Атте Туррӑмӑрпа Иисус Христос Хуҫамӑрӑн ырӑлӑхӗпе канӑҫлӑхӗ пултӑр.
1. Фессалоникийцам
1 2 3 4 5
Выбор основного перевода