Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1. Фессалоникийцам
1 2 3 4 5
Параллельные места
Сирӗн ӗненӗвӗр пирки тӗнчипех пӗлеҫҫӗ ӗнтӗ. Ҫавӑнпа та чи малтанах сирӗншӗн пуриншӗн те Иисус Христос урлӑ Туррӑма тав тӑватӑп. Эпӗ Унӑн Ывӑлӗ ҫинчен Ырӑ Хыпар сарса Турӑшӑн чун-чӗререн тӑрӑшатӑп. Сирӗн ҫинчен тӑтӑшах шухӑшланине Турӑ курса-пӗлсе тӑрать. хамӑн кӗллӗмре сире аса илсе, сирӗншӗн Турра тӑтӑшах тав тӑватӑп. Сире аса илмессерен эпӗ Туррӑма тав тӑватӑп. Пирвайхи кунран пуҫласа халичченех эсир Ырӑ Хыпар сарас ӗҫе хутшӑнатӑр. Ҫавӑнпа та, сирӗншӗн кӗлтунӑ чухне, яланах савӑнса кӗлтӑватӑп. Сире Атте Туррӑмӑртан тата Иисус Христос Хуҫамӑртан ырӑлӑхпа канӑҫлӑх пултӑр. Сирӗншӗн кӗлӗ тунӑ чухне эпир Турра, Иисус Христос Хуҫамӑрӑн Ашшӗне, яланах тав тӑватпӑр. Сирӗншӗн, тӑвансемӗр, пирӗн яланах Турра тав тумалла. Ҫапла туни тӗрӗс пулӗччӗ, мӗншӗн тесен сирӗн ӗненӗвӗр ҫирӗпленсех пырать, сирӗн хушшӑрта пӗр-пӗрне юратасси те вӑйлансах пырать. Ҫавӑнпа та эпир яланах сирӗншӗн кӗлтӑватпӑр: Туррӑмӑр сире мӗншӗн суйласа илнӗ, ҫавна тивӗҫлӗ тутӑрччӗ; ырӑ тума та, ӗненӗве ӗҫпе ҫирӗплетме те вӑй патӑрччӗ тетпӗр.
1. Фессалоникийцам
1 2 3 4 5
Выбор основного перевода