Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1. Фессалоникийцам
1 2 3 4 5
Параллельные места
Иудейсенчен хӑшӗ-пӗри ӗненме пуҫланӑ, Турра хисеплекен нумай-нумай грек тата ятлӑ-сумлӑ чылай хӗрарӑм Павелпа Сила енне ҫавӑрӑннӑ. Ӗнтӗ ҫаксем виҫҫӗшӗ: ӗненӳ, шанчӑк, юратулӑх – ӗмӗр-ӗмӗр пулӗҫ, анчах та аслӑраххи – юратулӑх. Мӗншӗн тесен эсир Христос Иисуса ӗненни ҫинчен, ытти ӗненекенсене юратни ҫинчен эпир илтрӗмӗр. Хӑвӑр валли тӳпере хатӗрленине эсир шанчӑкпа кӗтетӗр. Мӗн хатӗрлени ҫинчен вара эсир чи малтан чӑнлӑх сӑмахне – хӑвӑр патӑра ҫитнӗ Ырӑ Хыпара – илтсессӗн пӗлтӗр. Турӑ ырӑлӑхне чӑннипех те пӗлнӗ кунран пуҫласа ҫав сӑмах, пӗтӗм тӗнчери пекех, сирӗн патӑрта та сарӑлса пырать, хӑйӗн ҫимӗҫне парать. Халӗ ӗнтӗ Тимофей сирӗн патӑртан лайӑх хыпарпа тавӑрӑнчӗ. Сирӗн ӗненесси те, юратасси те иксӗлмен иккен. Эсир пире ырӑпа кӑна асӑнни ҫинчен те, эпир сире курасшӑн пулнӑ пекех эсир те пире курасшӑн иккенне те Тимофей каласа кӑтартрӗ. Сирӗншӗн, тӑвансемӗр, пирӗн яланах Турра тав тумалла. Ҫапла туни тӗрӗс пулӗччӗ, мӗншӗн тесен сирӗн ӗненӗвӗр ҫирӗпленсех пырать, сирӗн хушшӑрта пӗр-пӗрне юратасси те вӑйлансах пырать. Ҫавӑнпа та эпир яланах сирӗншӗн кӗлтӑватпӑр: Туррӑмӑр сире мӗншӗн суйласа илнӗ, ҫавна тивӗҫлӗ тутӑрччӗ; ырӑ тума та, ӗненӗве ӗҫпе ҫирӗплетме те вӑй патӑрччӗ тетпӗр. Хуҫамӑр сире Хӑйӗн юратулӑхӗ патне, Христос чӑтӑмлӑхӗ патне ҫул кӑтарттӑр. Турӑ вӑл тӗрӗслӗхлӗ, ҫавӑнпа сирӗн ӗҫӗрсене те, Хӑйӗн сӑваплӑ халӑхне Унӑн ячӗпе пулӑшса юратулӑхӑра кӑтартнине те манмасть. Ӗненӳ те ҫавнашкалах, ӗҫпе ҫирӗплетмесен, хӑй халлӗн кӑна – вилӗ.
1. Фессалоникийцам
1 2 3 4 5
Выбор основного перевода